Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ.
Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ.
Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.
Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.
Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Сӑлтавӗ пулнӑ – хайхискер Армени ҫыннине кивӗ пӳртре пропискӑна фиктивлӑ майпа тӑратнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑннипе вара ют ҫӗршыв ҫынни унта пурӑнман, ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫуртра пурӑнма майӗ те пулман. Суя тӑрӑ шыв ҫине тухнах.
Куншӑн Йӗпреҫ районӗн арҫыннин Уголовлӑ кодексӑн 322-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытма тивнӑ. Суд ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗнче япӑх пурӑнакан ҫемьесенче рейд иртнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ятарлӑ комисси пӗр ҫемьере амӑшӗ ачана ӳсӗр арҫынсемпе хӑварнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн чухне ача пиҫсе кайнӑ.
Йӗпреҫ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗпе ачине Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.
Ятарлӑ комисси Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗнчи 5 ҫемьене те ҫитсе курнӑ. Кунта, телее, япӑх тӗслӗхсем тупса палӑртман.
Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче икӗ пӑши аҫине персе вӗлернине тупса палӑртнӑ. Ҫак тискер ӗҫе кам тунине тепӗр кунхинех уҫӑмлатнӑ: вӑл – ҫак районтах пурӑнакан 45 ҫулти арҫын.
Арҫыннӑн саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн явап тытма тиветех. РФ Уголовлӑ кодексӑн 258-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӑна 500 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултарӗҫ. Кун пек преступленишӗн 3-5 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх та пур. Кунсӑр пуҫне виҫӗ ҫул таран хӑш-пӗр должноҫре ӗҫлеме юрамӗ.
Ку кӑна мар, браконьерӑн патшалӑха тата чӗрчунсен тӗнчине кӳнӗ тӑкака та саплаштармалла: 480 пин тенкӗ тӳлемелле.
Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, 44 ҫулти арҫын, кредит организацийӗсен умӗнче 8 миллион тенке яхӑн парӑма кӗнӗ. Хайхискер парӑма татайман.
Приставсем ҫак арҫыннӑн харпӑрлӑхӗнче 1,5 гектар ҫӗр пуррине палӑртнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Парӑм пулнӑран хресчен фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫак ҫӗр лаптӑкне туртса илме пултараҫҫӗ.
РФ Граждан кодексӗн 278-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, приставсем ҫӗре туртса илмеллине палӑртнӑ заявление Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Чӑваш Енри районсенче 15 шкул автобусӗ панӑ, вӗсемпе шкул сумкакне такӑрлатакан ачасене илсе ҫӳрӗҫ.
ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ распоряженире палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче икшер автобус лекнӗ. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсене, Улатӑр, Канаш тата Шупашкар хулисене пӗрер транспорт панӑ.
Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ юбилей медальне тивӗҫ ҫынсене халӑхпа суйлассине Чӑваш халӑх сайчӗ сасӑлав пуҫлансанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Медаль парас текенсен списокне «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта пичетленӗ.
Юбилей медальне журналистсене те парӗҫ. Ҫапла чыса тивӗҫ тесе 14 ҫынна суйласа илнӗ. Ҫавсен йышӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Алимасов, «Чӑваш Ен» НТРКн программӑсен директорӗ Маргарита Гартфельдер, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Ульяновец» хаҫат редакцийӗн ертӳҫи Олеся Герасимова, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхсен докторӗ Андрей Данилов, «Чӑваш Ен» ПТРКн радиовещанин программисен ертӳҫи Маргарита Кабетова, Пӑрачкав районӗнчи «Порецкие вести» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Геннадий Карпов, Куславкка районӗнчи «Ялав» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валентин Константинов, «Чӑваш Ен» ПТРКн радиовещанин кореспонденчӗ Николай Мулянов, Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Вячеслав Николаев, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн хыпарсен пайӗн редакторӗ Ираида Павлова тата унти пай редакторӗ Андрей Сергеев, «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спорт пайӗн редакторӗ Надежда Смирнова, Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Анатолий Тихонов, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Алена Ткач.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |